Вӑл кӑна мар-ха. паллах. Анчах районсемпе хуласен хыснине кӗрекен налук тата налук мар тупӑша илсен, уйрӑм ҫынсен тупӑшне кура хурса паракан налука пула «кӗмӗл» нумайрах кӗрет.
Иртнӗ ҫул муниципалитетсен хыснине пурӗ 21,4 миллиард тенкӗ укҫа килнӗ. Ку вӑл виҫӗм ҫулхинчен 0,1 процент сахалтарах тенине пӗлтерет. Асӑннӑ суммӑран 7,6 миллиарчӗ — налук тата налук мар тупӑш.
Муниципалитетсем хӑйсем тупӑш илесси унчченхи ҫулхинчен 1,2 процент ӳснӗ. Ку енӗпе Элӗк, Канаш районӗсем уйрӑмах лайӑх кӑтартупа палӑраҫҫӗ. Пӗтӗмпе вара ҫак цифра 13 мунципалитетра пысӑкланнӑ. Укҫана вӗсем, тӗпрен илсен, патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи пурлӑхпа усӑ курнипе тата хӑйсен пурлӑхне сутса тунӑ.
Налук тата налук мар тупӑша пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен чакарнисем вуннӑн: Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисем, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Пӑрачкав, Шупашкар, Комсомольски, Красноармейски районӗсем.
Вырӑнти хыснасем епле тупӑша пула тулнине тишкерсен, тӗп пайӗ, 42,6 проценчӗ, уйрӑм ҫынсене хурса паракан налука тивет.
Паян Канаш районӗнче фермер пулма вӗрентнӗ. «Ӗҫ пуҫлакан фермерсене пулӑшасси» тата «Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарасси» программӑсемпе йӗркеленӗ семинара ҫынсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Унта ӗҫ пуҫлакан фермерсене, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисене тата агропромышленноҫ комплексӗ енӗпе тӑрӑшакан тӳре-шарана йыхравланӑ.
Пухӑннисем умӗнче тухса калаҫнӑ райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров хӑйсен ӗҫне пуҫаракан фермерсене тата выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарма патшалӑх укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнине пӗлтернӗ. 2012–2014 ҫулсенче 6 фермера тата 1 фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне выльӑх-чӗрлӗх фермисем ҫӗклеме пулӑшнӑ.
Республикӑра муниципалитетсен чи лайӑх-тӳре шарине палӑртмасси ырӑ йӑлана кӗнӗ темелле. Пӗлтӗр те ирттерчӗҫ ӑна. 2014 ҫулта районсемпе хула округӗсен тата ял тӑрӑхӗсен чи лайӑх служащийӗсене уйрӑмшар номинаципе палӑртрӗҫ.
«Мунициаплитет районӗн, хула округӗн чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» ята Канаш хулин физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Искандер Мингалеев ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкар хула администрацийӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе тата информаципе тишкерӳ енӗпе тӑрӑшакан пай пуҫлӑхӗ Татьяна Загоскина тата Канаш район администрацийӗн пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн сектор заведующийӗ Валерий Чернов тухнӑ.
«Хула (ял) тӑрӑхӗн чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» номинацире Пӑрачкав районӗнчи Семеновскинчи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Людмила Канылина — ҫӗнтерӳҫӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси ял тӑрӑхӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ Ольга Алексеева йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва ял тӑрӑхӗн аслӑ специалист-эксперчӗ Людмила Григорьева.
Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ухман ялӗнчи вулавӑшра чӑваш драматургӗ, прозаикӗ, актерӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Петр Николаевич Осипов ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш улӑпӗ» калаҫу калав пулнӑ.
Иванова Р.П. вулавӑша пухӑннисене драматург пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑртнӑ. Петр Николаевич 60 ытла ҫулта 30 ытла пьеса ҫырнӑ, вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен пьесисенче вылянӑ.
Уйрӑмах унӑн чӑваш литературинчи пысӑк ӗҫне палӑртмалла. Вӑл — «Эльгеевсем» эпопея. Драматург ӑслӑлӑх ӗҫне те пӑрахман. Медицина учрежденийӗсенче ӗҫленӗ чухне вӑл 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ.
Калаҫу хыҫҫӑн библиотекарь Петр Осиповӑн паллӑ драмисемпе паллаштарнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ҫынсем килӗсенче чӑрӑшсене илемлетеҫҫӗ. Халӑх уява хатӗрленнӗ вӑхӑтра вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен сыхӑ тӑмалла.
Ҫамрӑк чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касасран сыхлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ятарласа мобильлӗ ушкӑнсем йӗркеленӗ. Вӗсем вӑрмансене куллен сыхлаҫҫӗ.
Акӑ Канашри вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем Канаш, Тӑвай, Вӑрмар районӗсенчи шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсемпе пӗрле вӑрмана чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касакансенчен хӑтарас тӗллевпе сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе автоҫулсем ҫинче транспортсене тӗрӗслемелли 4 пост йӗркеленӗ.
Вӑрман ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех халӑха чӑрӑшсене касмалла марри пирки ӑнлантараҫҫӗ, йывӑҫа саккунсӑр майпа кассан мӗн пуласси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Канаш хула администрацийӗ хула ҫыннисене ҫӗнӗ герб суйлама сӗнет. Икӗ вариантран пӗрне суйламалла.
Пӗрремӗш герб геральдика щичӗ евӗр. Унта — хӗрес. Вӑл хулан транспорт пӗлтерӗшне кӑтартать. Канаш хулинче Чулхула — Канаш — Хусан, Канаш — Хӗрлӗ Узел, Канаш — Шупашкар чукун ҫулсем хӗресленеҫҫӗ. Герб ҫине ылтӑн эмблема ӳкернӗ. Вӑл ҫунатлӑ чукун ҫул урапи евӗр.
Иккӗмӗш вариантра Канаш историне сӑнланӑ. Унти хӗрлӗ тӗс — таса пӗлӗт палли. Урапа — чукун ҫула кӑтартать, вӑл Канаш хулишӗн пӗлтерӗшлӗ. Ылтӑн — пуянлӑх, тырпул тухӑҫлӑхӗн палли. Кӗмӗл тасалӑха палӑртать.
Федераци шайӗнче йышӑннӑ ҫак программа 2012 ҫултанпа пурнӑҫланма тытӑнчӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ӗнер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура ку программа республикӑри ялсене епле пулӑшнине те сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова ялсене ҫавӑнтанпа 239 врач ӗҫлеме кайнине пӗлтернине эпир ӗнер хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ялти сиплев учрежденийӗсене специалистсемпе комплектлассине 16,6 процент таран ӳстерме май килнӗ-мӗн. Тухтӑрсенчен чылайӑшӗ Канаш, Патӑрьел, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи сиплев учрежденийӗсем тӑрӑх сапаланнӑ. Вӗсем хӑш-хӑш районта ҫитменни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ.
Тӗллевлӗ вӗрентме кӑҫал 9 интернпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Интернатура пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсен ялти сиплев учрежденийӗсенче ӗҫлеме тивӗҫ. Тӗллевлӗ вӗренекенсем яла таврӑнмасан вӗсене ӑс парса тӑкакланнине каялла тавӑрса илмеллине палӑртса хӑварнӑ.
Мускавра сывлӑх сыхлав системинче пулса иртекен реформӑсем пирки илтнех пулӗ. Ак иртнӗ канмалли кунсенче те унта халӑх чылайӑн пухӑнса митинг ирттернӗ. Ку лару-тӑру Чӑваш Ене пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен — сывлӑхпа социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова планерка вӑхӑтӗнче ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тухтӑрсем тӑван тӑрӑха таврӑнасса кӗтет.
Чӑваш Енре тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Пысӑк шалу шыраса сахал мар ӑста Мускавпа Мускав облаҫне тухса кайнӑ, унта тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем таврӑнсан Чӑваш Енри пульницасенче ҫитмен тухтӑрсен йышне 30% таран пӗтерме пултарӗҫ имӗш. Хальхи вӑхӑтра вара пирӗн сывлӑх системинче тухтӑрсен йышӗ кирлинчен 60,3% кӑна иккен. Уйрӑмах район пульницисенче кирлӗ ӑстасем ҫук.
Сӑмах май, «Земство тухтӑрӗ» программа республикӑри лару-тӑрӑва кӑшт лайӑхлатма пулӑшнӑ теҫҫӗ. Унпа усӑ курса ялти сывлӑх учрежденийӗсене 239 тухтӑр вырнаҫнӑ (11-ӗшӗ кӑна каярах килӗшӗве татса программӑран тухнӑ пулать). Татьяна Богданова каланӑ тӑрӑх пирӗн пульницасене тата пӗр 100 тухтӑр патнелле кирлӗ. Вӗсем уйрӑмах Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче ҫителӗксӗр.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче Культурӑпа халӑх пултарулӑх керменӗнче ачасемпе ҫамрӑксен театр пултарулӑхӗн «Юмах ҫӑлкуҫӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Конкурса пӗтӗмпе 50 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Куракансем фестиваль финалисчӗсем сцена ҫинче кӑтартнӑ постановкӑсемпе киленнӗ.
Ҫӗмӗрлери «Коляда» халӑх театрӗ «Русалочка» спектакль кӑтартнӑ. Патӑрьел районӗнчи «Солнышко» театр ушкӑнӗ «Сказка о рыбаке и о рыбке» постановка лартнӑ. Элӗк районӗн ачисем «Пукане» постановкӑпа савӑнтарнӑ. Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназири кружока ҫӳрекенсем «Диалог с поэтом» композици кӑтартнӑ. Канаш районӗнчи ачасем, «Хӗлхем» театр ушкӑнӗ, «Чечеклӗ кӑмпа» юмах лартнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗ ҫумӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ «Кошкин дом» постановкӑпа савӑнтарнӑ.
Фестивале хутшӑнакансене тата унӑн ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Сӑнсем (21)
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле Шупашкарти тӗрлӗ ентешлӗхсем хӑйсен уявӗсене ирттереҫҫӗ. Ак, ӗнер, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче кӑнтӑрла Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснисем пухӑнчӗҫ.
Уявра тӳре-шара тухса сӑмах каларӗ, пухӑннисене саламларӗ. Ертсе пырасса вара Виталий Сергеевпа Алиса Ахахпи ертсе пычӗҫ. Вӗсем юрӑпа тата кулӑшпа савӑнтарчӗҫ. Хӑйсен пултарулахне ытти артистсем те кӑтартрӗҫ.
Сӑмах май, «Канашсем» ентешлӗхе малашне урӑх ҫын ертсе пырасси пирки каласа хӑварас пулать — Анатолий Кипеч ватӑлнине шута илсе ку ӗҫе урӑх ҫын туса пырӗ.
Сӑнсем (67)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.